Шупашкарта Наци вулавӑшӗн пысӑк акт залӗнче Таврапӗӳҫӗсен кунне уявласа тата Иван Яковлев чӑваш халӑхне ҫутта аларакан Вӗрентӳҫӗ, Атӑл ҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен культурине аталанма пулӑшакан Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа таврапӗлӳҫӗсен регионсем хушшинчи форум (съезд) иртрӗ. Съездра калаҫу кулленхи тата малашлӑхри таврапӗлӳлӗх ӗҫ-хӗлӗпе тӗллевӗсем тавра пычӗ. Съезд делегачӗсене саламласа Республикӑри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Сорокин С.Л., ЧНК вице-президенчӗ Тяпкин В.Г., Наци вулавӑшӗн директорӗ Лизакова Р.М., Наци вулавӑшӗн пай пуҫлӑхӗ Соловьева Г.П., Чӑваш наци академийӗн президенчӗ Ерагин Е.Е., Чӗмпӗр облаҫӗнчи таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Казаков Н.А. тухса калаҫрӗҫ. Тӗп доклада – "Иван Яковлевич Яковлев – чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан" темӑпа – Иван Яковлев ячӗллӗ педагогика университечӗн профессорӗ, истори наукисен тухтӑрӗ Л.А. Ефимов вуларӗ. Доклада сӳтсе явакансем Аслӑ Вӗренткенӗмӗр ӗҫӗ ӗмӗрсем хушшинче те сӳнменнине, наци юхӑмӗн ҫӗкленӗвне хавхалантарса тӑнине палӑртрӗҫ. Съезд ӗҫне пирӗн округри таврапӗлӳҫӗсем те хастар хутшӑнчӗҫ: округри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи, тӗп вулавӑш ӗҫченӗ Гурьева С.
Анатолий Хмыт чӑваш ҫыравҫи ЧР Наци библиотекинче «Турай» ҫӗнӗ романа презентацилерӗ.
Унта ӗҫтешсем, ентешсем, критиксем, филологсем, Афганистан вӑрҫине хутшӑннӑ пӗр полкри ҫынсем, хӗсметри юлташӗсем, журналистсем, библиотекарьсем хутшӑнчӗҫ.
Вӗсем хушшинче Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн директорӗ Юрий Исаев, Чӑваш радио (ЧГТРК) тӗп редакторӗ Ольга Туркай, Чӑваш профессиллӗ ҫыравҫӑсен правленийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Куликова (Улькка Эльмен), Чӑваш кӗнеки издательствин редакторӗсем Галина Антонова, Владимир Степанов, Хусанти паллӑ чӑваш журналисчӗ Константин Малышев, Шупашкарти 18-мӗш шкулӑн малтанхи директорӗ Александр Григорьев; ЧР Обществӑллӑ палатӑн членӗ, ЧНК президиум пайташӗ Тимӗр Тяпкин, тата ыттисем пулчӗҫ.
Пухӑннисем ҫӗнӗ романа, А. Хмытӑн пултарулӑхне ҫӳтсе яврӗҫ, ӑна ырӑ сунса сӑмах каларӗҫ, ӑнӑҫу сунчӗҫ.
Автор хӑнасене хӑйӗн ҫӗнӗ кӗнекине парнелерӗ, лару хыҫҫӑн хӑнасене, чейпе сӑйларӗ.
Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче паян «Наследие Чувашии» ҫӗнӗ сайта хӑтларӗҫ, вӑл мӗнлерех пулмаллине сӳтсе яврӗҫ.
Ҫӗнӗ сайта культурӑпа ӳнер тӗлӗшпе мӗнпур нацишӗн пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене пулӑшас тӗллевлӗ Раҫҫей Президенчӗн гранчӗпе усӑ курса йӗркеленӗ. Грант илнӗренпе мӗнпурӗ 4 уйӑх ытларах иртнӗ пулин те ҫӗнӗ сайт сӑн-пичӗ хатӗр те ӗнтӗ. Пур пая та информаципе тултарса ҫитереймен пулин те кӗске вӑхӑт хушшинче тунӑ сайт пӗтӗмӗшле пӑхсан хатӗр.
Наци вулавӑшӗ ку сайтра чӑваш халӑхӑн культурине ҫутатакан мӗнпур информацие пухса вырнаҫтарасшӑн. Вӑл ҫеҫ те кӑна мар, кунта ҫыннисем пирки те, ял-хула ҫинчен те, халӑхӑн историйӗ, республикӑн паллӑ вырӑнӗсем пирки информаци пулмалла. Ҫак мӗнпур информацие наци вулавӑшӗ тӗрлӗ вырӑнтан пухса йӗркелесшӗн. Сӑмахран, «Паллӑ кунсен календарӗнчи» информацие. Ҫавӑн пекех кунтах республикӑра пичетленсе тухнӑ районсен энциклопедийӗнчи информацие тупма май пулӗ.
Плансем пысӑк, ҫавӑнпа та тӳрех тултарса ҫитерме май ҫук. Анчах вал информаци майӗпен тулса пырассине проект авторӗ шантарсах каларӗ.
Иртнӗ шӑматкун ЧР Наци библиотекинче Чӑваш ӳнерҫисен пӗрлӗхӗн (ЧӲП) 11-мӗш съезчӗ иртрӗ.
ЧӲП правленийӗн председателӗ Наталия Соловьева туса ирттернӗ ӗҫ ҫинчен пӗтӗмлетӳллӗ доклад турӗ. Вӑл союз йӗркеленӗ куравсем, пленэрсем, экскурсисем тата ытти мероприятисем ҫинчен каласа пачӗ.
Ҫитес ҫул пӗрлӗх пӗтӗмлетӳллӗ курав йӗркелесе хӑйӗн 30 ҫулне паллӑ тӑвӗ.
Доклада сӳтсе явма хутшӑнчӗҫ: Николай Енилин, Василий Кузьмин, Валентин Федоров, Владислав Зотиков, Николай Балтаев, Николай Толстов, Инна Лялина тата ыттисем.
Правлени ӗҫне ырланӑ, вӑл тивӗҫтерет тесе йышӑнчӗҫ.
Малалла хӑйӗн ӗҫӗ ҫинчен Ревкомисси отчет турӗ.
Сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн ЧӲП ретне икӗ ҫӗнӗ художника — Георгий Кулешовпа Татьяна Ткаченкона — йышӑнчӗҫ.
Паллӑрнӑ ӳнерҫӗсене Хисеп хучӗсемпе дипломсем пачӗҫ. Хисеп ячӗсемпе наградӑсем пама тивӗҫлӗ кандидатурӑсене тӑратрӗҫ.
ЧӲП правленийӗн ҫӗнӗ йышне 7 ҫынна суйларӗҫ. Тата виҫҫӗшне Ревкомиссие кӗртрӗҫ.
ЧӲП правленийӗн председателӗ пулма тепӗр хут Наталия Соловьевӑна шанса пачӗҫ.
Ҫитес тунтикун, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче «Алфавитпа майлаштарнӑ чӑваш тӗнчи» ятпа ҫӗнӗ словарьсен хӑтлавӗ иртӗ. Унта юлашки вӑхӑтра пичетленсе тухнӑ виҫӗ сӑмах пуххипе паллаштарӗҫ.
Пӗрремӗшӗ: Скворцов Михаил Иванович хатӗрленӗ чӑвашла-вырӑсла словарӗ. Вӑл икӗ томпа тумалла. Пӗрремӗшӗ пӗлтӗр кун ҫути курнӑ, иккӗмӗш томӗ вара кӑҫал тухмалла.
Иккӗмӗшӗ: Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекин 4-мӗш томӗ. Вӑл 2020 ҫулта пичетленнӗ. Ку словарь пурӗ 7 томран тӑмалла.
Виҫҫӗмӗшӗ: Дегтярёв Геннадий Анатольевич хатӗрленӗ «Чӑваш чӗлхин тематикӑлла диалектологи словарӗ: Чӗрчунпа ӳсен-тӑран ячӗсем» словарь. Вӑл пӗлтӗр пичетленнӗччӗ.
Мероприятине Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ирттерӗҫ. Вӑл 15 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче Ермей Рожанский хатӗрлесе кӑларнӑ пӗрремӗш чӑвашла кӗнеке тухнине халалласа ҫавра сӗтел иртрӗ. Унта Чӑваш кӗнеки кунне йӗркелесси пирки сӑмах хушрӗҫ.
Ҫавра сӗтеле Оля Тимофеева ертсе пычӗ. Салам сӑмахӗсене вулавӑш директорӗ Роза Михайловна Лизакова, ҫыравҫӑсен Пӗрлӗхен ертӳҫи Лидия Филиппова тухса каларӗҫ.
Ҫавра сӗтелте тӗп сӑмаха Виталий Григорьевич Родионов каларӗ. Вӑл Ермей Рожанский ӗҫӗ-хӗлне епле тӗпчени пирки, унӑн пурнӑҫӗ ҫинчен каласа пачӗ. Сӑмах май, итлекенсемшӗн унӑн сӑнне мӗнле тупни кӑсӑклӑ пулчӗ. Тӗплӗнрех Ермей Рожданский пурнӑҫӗ пирки гуманитари институтӗнче вӑй хуракан истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Дмитрий Викторович Басманцев каласа пачӗ. Ҫавӑн пекех тухса калаҫакансен йышӗнче Студенцов О.Р., Осипов Н.Н., Иванова А.М. пулчӗҫ.
Ҫавра сӗтеле пухӑннисем Чӑваш кӗнеке кунне кашни ҫул ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ирттерме палӑртрӗҫ. Ку уявӑн сумӗ малашне Чӑваш чӗлхи кунӗ, Чӑваш тӗрри кунӗ пекех ӳсессе шанса каларӗҫ.
Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче паян чӑваш чӗлхи тавра ҫавра сӗтел иртрӗ. Ӑна наци вулавӑшӗн ӗҫченӗсем ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнӗ май йӗркеленӗ.
Ҫавра сӗтелте сӳтсе явнӑ тӗп ыйтусенчен пӗри — компьютерта тата смартфонра чӑвашла ҫырнӑ чухне чиксе тухакан йывӑрлӑхсем. Уйрӑмах пухӑннӑ халӑха тӗрлӗ учрежденисенче тӗрлӗрен майсемпе усӑ курса ҫырни канӑҫ памасть. «Чӑваш шрифчӗсемпе» усӑ курса ҫырнисем пурин те вуланмаҫҫӗ, теприсен «ӳ» вырӑнне икӗ пӑнчӑлли тухать тата ытти те.
Уйрӑмах смартфонсем ҫинче чӑвашла ҫырма йывӑрри пирки калаҫрӗҫ. «Яндекс.Клавиатура», «GBoard» йышши сарӑмсем пур пулин те вӗсем ҫинчен халӗ те пурте пӗлмеҫҫӗ. Play.Market-ра вырнаҫнӑ ытти тӗрлӗрен сарӑмсем те чылай йывӑрлӑх кӳреҫҫӗ — хӑшӗ-пӗри чӑвашла ҫырма май парать пулин те, анчах пур саспаллине те пичетлеме май памаҫҫӗ иккен.
Ҫавра сӗтелте сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн тӳре-шара патне ҫырупа тухма йышӑнчӗҫ. Унта чӑвашла ҫырас меле стандартизацилеме, тӗрлӗ учрежденисене хальхи меслетсем ҫине куҫарас ӗҫре тата чӑвашла сарӑмсене операци системисене хушас ӗҫре пулӑшма ыйтса ҫырӗҫ.
Нумаях пулмасть ЧР Наци вулавӑшӗ ыйтса пӗлмелли службӑна хута янӑ. Вӑл чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ.
Вӑл е ку сӑмах чӑвашла мӗнле куҫнине пӗлместӗр-и? Тен, эсир сӑмах е сӑмах ҫаврӑнӑшӗн пӗлтерӗшне ӑнланмастӑр? Ҫак службӑна шӑнкӑравлама пултаратӑр. Унта ҫак номерсемпе шӑнкӑравласа ҫитме пулать: 8(8352) 23-02-17 (146, 147 хушмалла).
Вулавӑш ӗҫченӗсем пулӑшу ыйтнӑ ҫынна литература та сӗнме пултараҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли служба ӗҫ кунӗсенче ҫеҫ ӗҫлет.
Паян Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхне йӗркеленӗренпе ҫавра ҫул ҫитнӗрен уявлас ыйтусене сӳтсе яврӗҫ.
Кӑҫал таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗ икӗ дата палӑртать. Пӗрремӗшӗнчен, ку — вырӑнти тавралӑха тӗпчекенсен пӗрлӗхне никӗсленӗренпе 100 ҫул ҫитни, иккӗмӗшӗнчен — «Чӑваш таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗ» Чӑваш Республикин обществӑлла пӗрлӗхӗ 30 ҫул тултарни.
Оргкомитет ларӑвӗнче Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккисене тунине ҫутатса паракан кӗнекесен куравне йӗркелеме палӑртрӗҫ. Ҫавӑн пекех паллӑ кун тӗлне чи лайӑх таврапӗлӳ кӗнекисен йышне хатӗрлеҫҫӗ. Ҫакна палӑртмалла: таврапӗлӳҫӗсем ҫулсерен вун-вун ҫӗнӗ кӗнеке хатӗрлеҫҫӗ, ҫавӑнпа тулли курава йӗркелеме йывӑр пулӗ.
Ҫавӑн пекех оргнкомитет ҫулленхи пуху вӑхӑтӗнче тухса каламалли докладсен списокне хатӗрлерӗ. Кунта ҫамрӑксене таврапӗлӗве явӑҫтармалли майсене сӳтсе явни те, Википедире таврапӗлӗве аталантарасси те, тӗпчевре Яндекс.Тӑлмачпа усӑ курасси те. Тӑхтавсенче чӑваш хореографийӗн уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен каласа пама йышӑннӑ, ҫавӑн пекех фольклор коллективӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ.
Юбилейсене пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче чӑваш таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗ ҫуллен ирттерекен пухӑвӗнче паллӑ тӑвӗҫ.
Паян ЧР Наци вулавӑшӗн директорне Светлана Стариковӑна тивӗҫлӗ канӑва янӑ. Ӑна ӗҫрен кӑларасси пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хушу алӑ пуснӑ.
Светлана Старикова – 65 ҫулта. Вӑл Наци вулавӑшӗнче 1997 ҫултанпа ӗҫленӗ, ӑна 17 ҫул ертсе пынӑ. Светлана Михайловна пуҫарнипе вулавӑшпа Чӑваш халӑх поэчӗн Геннадий Айхин асӑну залне уҫнӑ. Ҫавӑн пекех наци культурисен залӗ, Патшалӑх символӗсен залӗ тата ытти зал йӗркеленнӗ.
Сӑмах май, Светлана Старикова нумаях пулмасть 65 ҫулти юбилейне паллӑ тунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |